«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кăрлач, 9 — Иракра Багдад хулинче Ан-26 самолёт персе аннă. 34 çын вилнĕ, пĕри самай вăйлă аманнă.
Пуш, 6 — Суматра утравĕ çинче çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртрĕ. Хăвачĕ Рихтер шкали тăрăх 6,3 баллпа танлашнă.
Ака, 7 — Чарльз Симони , пиллĕкмĕш космос турисчĕ , космоса вĕçсе кайнă.
Ака, 21 — Кăнтăр Королинăра иртекен авиашоу вăхăтĕнче F/A-18 «Хорнет» истребитель персе аннă. Лётчикĕ вилнĕ.
Ака, 21 — Чарльз Симони , пиллĕкмĕш космос турисчĕ 16 сехет те 30 минутра Çĕр çине таврăннă.
Çурла, 1 — АПШра вырăнти 18:05 вăхăтра Миннеаполис хулинчи Мисиссипи урлă хывнă кĕпер персе аннă. 7 çын вилнĕ, 50 ытла аманнă.
Çурла, 2 — Конгора 7 пуйăс вакунĕ рельс çинчен тухса кайнă пирки 100 ытла çын вилнĕ.
Çурла, 2 — Сахалин çурутравĕнче вырнаçнă Невельск хули çывăхĕнче çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнĕ.
Çурла, 14 — Иракри Кахатани пĕчĕк хулара бензин турттаракан тăватă машина сирпĕтнĕ хыççăн 250 çын вилнĕ, 350 çын патнелле суранланнă.
Çурла, 16 — Перу çыранĕсем патĕнче Лăпкă океанра 7,9 балл хăватлă çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнĕ. 387 çын вилнĕ, пин ытла суранланнă.
Çурла, 31 — Рио-де-Жанейро патĕнче икĕ пуйăс пырса çăпăннă. 8 çын вилнĕ, 70 çын аманнă.
Авăн, 16 — Таиландри Пхукет аэропортĕнче самолёт ларайман, хуçăлса арканса кайнă. 128 çынран 88 ытла вилнĕ.
Юпа, 13 — Днепропетровск (Украина ) хулинчи 9 хутлă çуртра газ сирпĕннĕ. 23 çын пурнăçĕ татăлнă.
Чӳк, 14 — Чилинче çĕр чĕтренсе илнĕ. Хăвачĕ 7,7 балпа танлашнă, эпицентрĕ Сантьягоран 1260 çухрăмра çурçĕрелле вырнаçнă пулнă. Икĕ çын вилнĕ, çĕр ытла аманнă.
Пуш, 2 — Анри Труайя , паллă Франци çыравçи .
Ака, 23 — Ельцин Борис Николаевич .
Çĕртме, 14 — Курт Вальдхайм , Австри политикĕ.
Утă, 22 — Татарский Александр Михайлович , Раççей тата совет мультипликаторĕ .
Юпа, 10 — Сошальский Владимир Борисович , вырăс актёрĕ .
Юпа, 30 — Шорникова Елена Васильевна , чăваш актриси.