Ăвăс (çилĕм)
Ăвăс — ӳсентăран тата чĕрчун тĕнчинче сарăлнă ансат липидсен хутăшĕ, тепĕр сăмахсемпе, чечексен сухăрĕ. Ăвăсри липид молекули йышне (структури çу ӳçекĕсен пекех), глицерин кĕмест.
Вĕсем саланмаççĕ, шывра ирĕлмеççĕ, анчах та бензинпа, хлороформпа тата эфирпа усă курсан — саланаççĕ.
Ăвăссем шутне çавăн пекех парафина, минераллă ăвăса, тата ытти хăш-пĕр япалана та кĕртеççĕ.
Пулса тухнипе ăвăса чĕрчунсен тата ӳсентăрансен класĕсене уйăраççĕ.
Ăвăс çутçанталăкра[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Чĕрчун ăвăсĕ:
- пыл хурчĕн ăвăсĕнче пыл тăвакан хуртăн ятарлă парĕсем пур, вĕсенчен пыл хурчĕсем карассем тăваççĕ;
- çăм ăвăсĕ (ланолин) чĕрчунсен çăмне тата ӳтне ытлашши нӳрĕкрен, типĕрен, тусанран сыхлать;
- спермацет; ăна кашалотсен спермацет çăвĕнчен тăваççĕ;
Ӳсентăран ăвăсĕ çулçăна, кĕпçене, улмана çинçен хупласа нӳрелесрен, типесрен, сиенлĕ микроорганизмсенчен сыхлать, хăш чухне резервăри липидсем евĕрлĕ тĕшĕ йышне (жожоба «çăвĕ») кĕрет.
Чылай ӳсентăран эпикутикуллă ăвăс япалалăхне (çак япалалăха чĕрĕ хăяр тата слива улмисем çинчи шурă тĕслĕ пулнипе асăрхама пулать). Эпикутикуллă ăвăс ультрафиолетлă тата инфрахĕрлĕ пайăркасене тавăрса ярать, çавна пула Çĕр çинчи «симĕс» вырăнĕсене спутникран ӳкерсе илме юрать.
Ускурни[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Çуртасем
- Вар тунă чухне.
- Политурăпа мастикăна кĕрет
- Шăмăри гемостаз ăвăсне шăмăран юн юхнине чармашкăн тата нейрохирургире.
- Ăвăсграфири компонент (сӳрет ӳнерĕ)
- сасă çыракан хатĕрлĕхсен — фонографсен — валикĕсене тата дискĕсене ăвăспа сĕрнĕ.
- Йĕлтĕрпе хăвăрт ярăнмашкăн шуçакан енне ăвăспа якатаççĕ.
- Тăркăч (коньки) лезвине (?) юлашкинчен питĕ паха хăйранă чуҳне.