Акăлчан чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Акăлчан чĕлхи
Тăван ячĕ: English, the English language
Патшалăхсем:
Аслă БританиFlag of the United Kingdom.svg Аслă Британи, Flag of the United States.svg АПШ, 22x20px Инди, АвстралиFlag of Australia.svg Австрали, Flag of Canada.svg Канада, ИрландиFlag of Ireland.svg Ирланди, Çĕнĕ ЗеландиFlag of New Zealand.svg Çĕнĕ Зеланди, Шаблон:LBR, Шаблон:MLT, КАРFlag of South Africa.svg КАР, 22x20px
Официаллă статус: De jure: Австрали, Канада, АПШ 31 штачĕ, Çĕнĕ Зеланди, Либери, Белиз, Британ пĕртуслăхĕн чылай патшалăхĕ, Пĕрлешĕннĕ Нацисен Йĕркеленĕвĕ
De facto: Аслă Британи
De jure, ыттисемпе пĕрле: Ирланди, КАР, Инди; ЕП, ГУАМ, Европа канашĕ
Рейтинг: 3-мĕш е 4-мĕш тăванпа тан (испан), 2-мĕш мĕнпур калаçакан йышĕпе
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Инди-европа çемьи
Герман турачĕ
Анăç герман ушкăнĕ
Анкăл-фриз кĕçĕн ушкăнĕ
Çырулăх: латиница (акăлчан алфавичĕ)
Чĕлхе кочĕсем
ГОСТ 7.75–97: анг 45
ISO 639-1: en
ISO 639-2: eng
ISO 639-3: eng
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика
EN (ISO 639-1)
Акăлчан чĕлхин сарăлăвĕ[1]
     Акăлчан челхи официаллă чĕлхе е пурăнан халăхăн чылайрахăшĕн чĕлхи      Акăлчан чĕлхи официалла чĕлхесенчен пĕрри, ачах та пурăнан халăхăн чылайрахăшĕн чĕлхи пулмасть

Акăлчан чĕлхи (акăл. English, the English language) — Аслă Британире, АПШра, Нацисен Содружествине кĕрекен çĕр-шывсенче тата Британсен малтанхи ытти колонийĕсенче урăх чĕлхесенчен тăтăшрах усă куракан е патшалăх чĕлхи пулакан Анăç Герман чĕлхи. Акăлчан чĕлхи халĕ тĕнчери чи калаçакан тăван чĕлхесенчен тăваттăмĕшĕ (Китай, Испан, Хинди хыççăн) - 380 миллиона яхăн çыншăн тăван шутланать. Акăлчан чĕлхи Герман чĕлхисенчен чи анлă сарăлни. АЧ тĕнчен нумай кĕтесĕнче (Британ Империйĕ 18, 19, 20-мĕш ĕмĕрсенче çар, экономика, ăслăлăх, политика, культура енчен ытти çĕршывсене сарăлнине кура) Лингва франка статуспа çӳрет. Акăлчанла калаçакан халăхсем кино, сывлăш çӳлĕсем, телерадиовещани, ăслăлăх, Интернетпа пĕтĕм Çĕр чăмăрне витернине кура, халĕ Акăлчан чĕлхи тĕнчери чи вĕренекен ют (иккĕмĕш) чĕлхе. Пĕтĕм тĕнчипех вĕренӳ учрежденийĕсенче нумай вĕренекенсене сахалран кăшт акăлчанла вĕренме ыйтаççĕ, тĕрлĕ сферă, тĕрлĕ ĕç акăлчанла пĕлмесĕр пулмасть.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Акăлчан чĕлхи Кивĕ Саксон чĕлхипе Британие Европан çурçĕр хĕвелтухăçри Герман йăхĕсем илсе килнĕ диалектсенчен пулса кайнă. Малалла акăлчансен çĕрне ют халăхсем икĕ хут çĕнтерсе йышăнни ĕлĕххи акăлчан чĕхине витĕм кӳнĕ. Пĕрремĕш хутĕнче 8-9-мĕш ĕмĕрсенче Герман чĕлхисен Скандинавла чĕлхепе калаçакансем Британин хăшпĕр пайĕсене колониленĕ. Иккĕмĕш хутĕнче 11-мĕш ĕмĕрте Француз чĕлхилле калаçакан Нормансем килнĕ.

"Агло-Саксс хроники" (Anglo-Saxon Chronicle) тăрăх 449-мĕш çулта Британи Утравĕсен патши Ворттикерн (Vortigern) англсене пиктсене хирĕç кĕрешме чĕннĕ. Уншăн Англсене кăнтăр хĕвеланăçра çĕр пама сăмах панă. Нумай пулăшу кирлине кура, кайрахпа Саксонсем, Англсем, Ютсем килнĕ. "Хроника" куçакан йăхсем йышлăн пулса килсе юлашкинчен çичĕ патшалăх йĕркелесе яни çинчен пĕлтерет. Хальхи ăсчахсем çак калавăн ытларахăшĕ çынсене политика енĕпе хавхалантаркан халап пулнă тесе шутлаççĕ.

Çак Герман колонизаторĕсем çав çĕрте унччен пурăнакан Кельтла калаçакансене доминацилесе витернĕ. Кельтла чĕлхе Шотландире, Уэльсра, Корнуоллра, Ирландире сыхланса юлнă. Çĕре йышăнса ларакансен тĕрлĕ диалекчĕсем (ĕлĕххи акăлчан чĕлхи) хальхи çурçĕр хĕвеланăç Германипе Голланди чĕлхисем евĕрлĕ пулнă. Каярахпа ĕлĕххи акăлчан чĕлхине çурçĕр хĕвелтухăçра ял-хула çавăрнă Викингсем калаçнă Çурçĕр Герман чĕлхи (ĕлĕххи Норсе) вăйлă витĕм кӳнĕ.

1066-хи нормансен çĕнтерĕвĕ хыççăн 300 çула яхăн Норман патшисемпе улпутсем Француз чĕлхи тĕслĕ чĕлхепе калаçнă. Норман сăмахĕсем ĕлĕххи акăлчан чĕлхине йышлăн кĕнĕ. Çапла вара Норман витĕмĕ чĕлхе эволюцине виç ĕмĕр хушши васкатнипе вăтам акăлчан чĕлхи пулса кайнă (Middle English).

15-мĕш ĕмĕрте уçă сасăсен аслă куçăвĕ(Great Vowel Shift) вăтам акăлчан чĕлхин сăн-сăпатне, янравне чылай улăштарнă. Малалла вара Лондонра аталанса кайнă акăлчан диалекчĕ правительствăра, администрацире вăй илсе пичетре те стандартланма тытăннă. Вара Уильям Шекспир(William Shakespeare) вăхăтнелле хальхи акăлчан чĕлхине анлăн усă курни палăрать.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Çавăн пекех тĕплĕнрех 2011 ç. пуш уйăхĕн хыпарĕсем
Wikipedia
Википедин [[:{{{code}}}:|en уйрăмĕ]].

Шаблон:Хальхи герман чĕлхисем

Шаблон:Акăлчан чĕлхин диалекчĕсем
Шаблон:Ĕнчĕ челхисем