Википеди — тĕрлĕ чĕлхеллĕ вики-технологипе ĕçлекен ирĕклĕ энциклопеди. Чăваш уйрăмĕ 2004 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕнче уçăлнă. Ырă кăмăллă мĕнпур çынна хамăр пата Википедире ĕçлеме чĕнетпĕр! Халĕ пирĕн энциклопединче 51 890 статья. Кашни хутшăнакан Википедири статьясене тӳрлетме е çĕнĕрен пуçлама пултарать. Эсир Википедие анлă та тарăн хыпарпа пуянлатасса чун-чĕререн шанатпăр.
Сутийсем (аморейсен тăван ячĕ, хăшпĕр çăлкуçсенче — аморей пĕрлешĕвĕнчи виçĕ йăхран пĕрин тăван ячĕ), хăйсен кăкне халаплă Суту мăнатте кăкĕнчен шутлаççĕ, ăна вĕсем Адампа Евăн виççĕмĕш ывăлĕпе — Сифпе (Шет — еврей тексчĕсенче) танлаштараççĕ. Тĕнче историн аренине аморейсем п. эрч. 3-мĕш пинçуллăхĕнче Сири çеçенхирĕнче, ХанаанпаШумер хушшинче выльăх ĕрчетсе куçса çӳрекен семитсем евĕрлĕ тухаççĕ.
Аморейсем…
…
Пархи патшалăхĕ, Пархи Ен, Пархи — пирĕн эрăччен 250 çул тĕлне пулса тăнă, Каспи тинĕсĕнчен кăнтăр-тухăçалла, хальхи Туркменистанăн территоринче вырнаçнă авалхи патшалăх (çак территорин вырăнти халăхĕ — пархи иран йăхĕ). Хăйĕн мăнаç тытăмлăхĕнче (пирĕн эрăччен I ĕмĕрĕн варри) сĕмĕ МесопотамиренИнди чикки çитине сарăлнă.
Пархи патши Митридат I пирĕн эрăччен пирĕн эрăччен 170—пирĕн эрăччен 138/пирĕн эрăччен 137 Селевкидсен тухăç сатрапине — Персие, Месопотамин, Эрменин чылай пайне тата Грек-Бактри патшалăхăн Гиндукуш таран çĕрне туртса илет. 220-мĕш çулсенче арканса пĕтет.
Чăваш Википедине тӳрлетме хăтлăрах пулмашкăн хăвăрăн компьютер çине чăваш сарăмне лартмалла. Ăна епле лартмалли пирки кунта ăнлантарса панă. Çавăн пекех сире Arial Unicode MS е Code2000 шрифчĕ кирлĕ пулĕ, вĕсене Unicode сарăмĕсенче усă курма пулать. Енчен те сирĕн Windows XP е Windows 2000 операци системи пур пулсан, ĕçлеме питĕ ансат пулĕччĕ.
Эхер те сирĕн комьютерăн чăваш сарăмĕ çук пулсан е унпа усă курма меллĕ мар пулсан, хăвăра май текста вырнаçтарма пултаратăр (тĕслĕхрен, ă вырăнне а, ĕ — е, ç — с, ӳ — у çырма пултаратăр), е латин сасă паллисемпе усă курăр. Эсир çырнине ытти хутшăнакансем тӳрлетĕç.