Википеди — тĕрлĕ чĕлхеллĕ вики-технологипе ĕçлекен ирĕклĕ энциклопеди. Чăваш уйрăмĕ 2004 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕнче уçăлнă. Ырă кăмăллă мĕнпур çынна хамăр пата Википедире ĕçлеме йыхравлатпăр! Халĕ пирĕн энциклопединче 30 377 статья. Кашни хутшăнакан Википедири статьясене тӳрлетме е çĕнĕрен пуçлама пултарать. Эсир Википедие анлă та тарăн хыпарпа пуянлатасса чун-чĕререн шанатпăр.
Чăваш патшалăх оперăпа балет театăрĕ — Чăваш патшалăх мусăк театрĕ никĕсĕнчен йеркеленнĕ. Театр 1960 çулта Ф.Васильевăн "Шывармань" пĕрремĕш чăваш оперипе хăйĕн кун-çулне уçать. Театр ушкăнне Борис Семенович Марков йĕркелет.
Малтан спектаклĕсене Чăваш мусăкпа драма театрĕн сцени çинче вылянă. 1967 çулта Г. Хирпю хайланă "Нарспи" оперăна лартнă, ăна ЧАССР патшалăхĕн К. В. Иванов ячĕллĕ парнипе чысланă, пĕрремĕш балет спектакăльне — А.Аданăн "Жизель" ĕçне — кăтартнă.
Чăваш Википедине тӳрлетме хăтлăрах пулмашкăн хăвăрăн компьютер çине чăваш сарăмне лартмалла. Ăна епле лартмалли пирки кунта ăнлантарса панă. Çавăн пекех сире Arial Unicode MS е Code2000 шрифчĕ кирлĕ пулĕ, вĕсене Unicode сарăмĕсенче усă курма пулать. Енчен те сирĕн Windows XP е Windows 2000 операци системи пур пулсан, ĕçлеме питĕ ансат пулĕччĕ.
Эхер те сирĕн комьютерăн чăваш сарăмĕ çук пулсан е унпа усă курма меллĕ мар пулсан, хăвăра май текста вырнаçтарма пултаратăр (тĕслĕхрен, ă вырăнне а, ĕ — е, ç — с, ӳ — у çырма пултаратăр), е латин сасă паллисемпе усă курăр. Эсир çырнине ытти хутшăнакансем тӳрлетĕç.