Тĕп страница
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Википедине килĕрех!
Википеди — тĕрлĕ чĕлхеллĕ вики-технологипе ĕçлекен ирĕклĕ энциклопеди. Чăваш уйрăмĕ 2004 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕнче уçăлнă. Ырă кăмăллă мĕнпур çынна хамăр пата Википедире ĕçлеме йыхравлатпăр! Халĕ пирĕн энциклопединче 14 170 статья. Кашни хутшăнакан Википедири статьясене тӳрлетме е çĕнĕрен пуçлама пултарать. Эсир Википедие анлă та тарăн хыпарпа пуянлатасса чун-чĕререн шанатпăр. |
|
|
|
Суйласа илнĕ статьясем
|
Борис Семёнович Марков (1924 çул, пуш уйăхĕн 7-мĕшĕ, Чăваш Ен, Элĕк районĕ, Хитекушкăнь ялĕ — 1977 çул, пуш уйăхĕн 25-мĕшĕ, Мускав, Шупашкарта мемориал çăвине пытарнă), — РСФСР халăх артисчĕ, ЧАССР халăх артисчĕ, театр режиссёрĕ.
1959 çулта Б. Марков ГИТИСран мусăк режиссёрĕ ĕçне вĕренсе тухса Мускаври Мăн театрĕнче мусăк режиссёрĕ вырăнĕнче ĕçлеме пуçлать. Тепĕртакран ăна Шупашкара чăваш мусăк театрне йĕркелеме чĕнеççĕ, театăрăн тĕп режиссерĕ пулма çирĕплетеççĕ. Борис Семёнович кунта вокалпа балет студисене уçать.
1960 çулхи çу уйăхĕнче Борис Марков тăрăшнипе Чăваш патшалăх мусăкпа драма театрĕн сцени çинче чăвашсен пĕрремĕш опери – Федор Васильевăн «Шыварманĕ» — çуралать. Кăштах вăхăт иртсен Б. Мокроусовăн «Чапай» опери те (Раççейре пĕрремĕш ăстрăм!) çут тĕнчене тухать.
Марков Борис Семёнович…
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ
Чăваш патшалăх оперăпа балет театăрĕ — Чăваш патшалăх мусăк театрĕ никĕсĕнчен йеркеленнĕ. Театр 1960 çулта Ф.Васильевăн "Шывармань" пĕрремĕш чăваш оперипе хăйĕн кун-çулне уçать. Театр ушкăнне Борис Семенович Марков йĕркелет.
Малтан спектаклĕсене Чăваш мусăкпа драма театрĕн сцени çинче вылянă. 1967 çулта Г. Хирпю хайланă "Нарспи" оперăна лартнă, ăна ЧАССР патшалăхĕн К. В. Иванов ячĕллĕ парнипе чысланă, пĕрремĕш балет спектакăльне — А.Аданăн "Жизель" ĕçне — кăтартнă.
Чăваш патшалăх оперăпа балет театăрĕ…
|
Кун пулăмĕсем
|
|
Эрнери пĕрлехи ĕç
|
Суйласа илмен. Ку Сирĕн тивĕç!
|
|
|
|
Жан-Леон Жером ӳкерчĕкĕпе хайланă Belle of Nelson виски ĕçмин янрав плакачĕ.
|
|
Википедири çĕнĕ статьясенчен
|
|
Пĕлсе тăма
|
Википедире епле ĕçлемеллине тĕплĕн Википедин вырăс уйрăмĕнче ăнлантарса панă.
Чăваш Википедине тӳрлетме хăтлăрах пулмашкăн хăвăрăн компьютер çине чăваш сарăмне лартмалла. Ăна епле лартмалли пирки кунта ăнлантарса панă. Çавăн пекех сире Arial Unicode MS е Code2000 шрифчĕ кирлĕ пулĕ, вĕсене Unicode сарăмĕсенче усă курма пулать. Енчен те сирĕн Windows XP е Windows 2000 операци системи пур пулсан, ĕçлеме питĕ ансат пулĕччĕ.
Эхер те сирĕн комьютерăн чăваш сарăмĕ çук пулсан е унпа усă курма меллĕ мар пулсан, хăвăра май текста вырнаçтарма пултаратăр (тĕслĕхрен, ă вырăнне а, ĕ — е, ç — с, ӳ — у çырма пултаратăр), е латин сасă паллисемпе усă курăр. Эсир çырнине ытти хутшăнакансем тӳрлетĕç.
|
Тĕрĕк Википедисем
|
|
Тăван проектсем
|
|
|